Мункун уявěн хăш-пěр саманчěсемпе паллаштарчěç

Мункун уявěн хăш-пěр саманчěсемпе  паллаштарчěç

         Йӑхран йӑха йӑх пытӑр

         Йӑла-йӗрке упрантӑр! 

         Чӑваш ӗмӗр пурӑнтӑр

         Турӑ пире сыхлатӑр!

         Çапла пултӑр!!!  

  Паян Курнавăшри пěтěмěшле пěлӳ паракан вăтам шкулти шкулчченхи «Ылтăн пулă» ачасен ушкăнěнче Мункун çăмартисене сăрласа илемлетрěç. Воспитательсем уявăн хăш-пěр саманчěсемпе ачасене паллаштарчěç.

      Каярах хаваспах çăмартасене хут çинче сăрларěç.